Асран кайми кун

Чÿк уйăхěн 26-мěшěнчен пуçласа 30-мěшěччен республикăра «Професси суйлатпăр»  текен ятпа акци иртрě. Çак акцие эпир те, Санарпуç вăтам шкулěн 8-мěш класěнче вěренекенсем, питě хастар хутшăнтăмăр.

Чÿк уйăхěн 29-мěшěнче типографие экскурсие çул тытрăмăр. Типографи кивěрех çуртра вырнаçнă. Çитсе кěрсенех сăмсана сăрăпа çилěм шăрши кăтăклать. Акă  ăçта кун  çути курать иккен эпир юратса вулакан «Çěнтерÿ çулě» район хаçачě!

Эпир, шкул ачисем, типографире çěннине нумай пěлтěмěр. Хатěр хаçата вулакан патне çитерес тесен питě нумай вăй хумалла иккен.

Чи малтан хаçат валли пысăк тěркерен хутне касса кăлараççě. Кайран çак хутсене ятарлă аппарата чикеççě, аппарачě хучěсене кирлě виçепе тикěслет. Çак ěçсене туса пěтерсен тин хаçат пичетлеме юрать иккен.

Ыйтса пěлнě тăрăх, хаçат пичетлемелли пěр банка сăрă пысăкраххи 15 пин, пěчěкреххи вара 5 пин тăрать. Пěр хаçат пичетлеме 180 грамм  сăрă каять имěш.

Экскурси пирěн кăмăла кайрě. Вăрнар тăрăхěнче пурăнакан çынсемшěн усăллă ěç тунăшăн, пире хăйсем патěнче тарават кěтсе илнěшěн, ěçě-хěлě пирки кăсăклă каласа кăтартнăшăн эпир, саккăрмěшсем, «Çěнтерÿ çулě» хаçат типографийěн  ěçченěсене чун-чěререн тав сăмахě калатпăр, ěçре ăнăçу сунатпăр!

 

Ырă сунса Санарпуç вăтам шкулěнче вěренекенсем.