Пирӗнте - чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ!

Пирӗнте - чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ!

   Чӑваш чӗлхи янравлӑ та, ҫепӗҫ те. Тӑван чӗлхе пирӗншӗн хаклӑ, тӑван чӗлхе пирӗншӗн ҫывӑх. Тӑван чӗлхере халӑх шӑпи те кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки, аваллӑхӗ те малашлӑхӗ. Аякра-и, ҫывӑх-и – ытарайми хаклӑ чӗлхем, тӑван чӗлхем – чӑваш чӗлхи.

     Республикӑра, районта чӑваш чӗлхине халалласа уйӑхлӑх иртет. Вӑрнар районӗнче те тӗрлӗ уявсем, акцисем иртеҫҫӗ. Санарпуҫ вӑтам шкулӗ те уйӑхлӑх планне ҫирӗплетнӗ.

     Иртнĕ эрнере пирĕн шкулта хăнасем пулчĕç. Районти ЧНК ертÿçи Вячеслав Алексеев тĕлпулу йĕркелерĕ. Шупашкартан Виктор Чугаров тата ЧОКЦ пĕрлешĕвĕн пресс секретарĕ Айпике (Григорьева Галина ) çитрĕç. Виктор Чугаров хăй ÿкернĕ «Чăваш чĕлхи» кинофильма илсе килнĕ. Айпике Юхма Мишши пултарулăхе çинчен каласа пачĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ, авторăн пĕр кĕнекине асăнмалăх парнелерĕ.   В.Я.Алексеев ячĕллĕ 8- мĕш класри кадетсем тата В.Г. Михайлов ячĕллĕ  7-мĕш класри «Çамрăк пограничниксем» тимлесех «Чăваш чĕлхи» кино пăхрĕç. Аякри Парижра тата Германире пурăнакан чăваш ывăл-херĕсем çинчен, ют çĕршыв çыннисем пирĕн чăваш чĕлхине вĕреннине курса савăнтăмăр тата Франци, Германи çĕршывĕсемпе те, Парижри паллă вырăнсемпе те паллашрăмăр, музыкине итлесе килентĕмĕр. Кино  çулçÿрев пире хамăр Чăваш Республикипе те, мухтавлă ентешсемпе те тарăннăн паллашма май туса пачĕ. А.М. Николаева вĕрентекен вулакан чăвашла пуçлать те илемлĕ чăваш сăввипех кино вĕçленет.

  Виктор Чугаров вырăс çынни,  анчах та вăл чăваш чĕлхине вĕренет, ăна упрас тесе тăрăшать, унăн асамлă вăйне ачасем патне çитерес тесе тимлет. Унăн ырă тĕслĕхĕ курăмлă. Аякра пулсан та хаклă иккен уншăн чăваш тĕнчи, чăваш сăмахĕ. Пире хăй аякра, ют çĕршывра чăваш чĕлхишĕн тунсăхланине туйма курма, курма май туса пачĕ. Хаклă иккен тăван чĕлхемĕр, йăли-йĕрки, юрри-ташши!