Санарпуç вăтам шкулĕнче вĕренекен 5-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхи, тăван чĕлхемĕр, уявне хастаррăн хутшăнаççĕ.Малтанхи чăваш словарьне ҫырса хатӗрлекенӗ Швеци ҫынни Филипп-Иоган Страленберг пулнине пӗлме питӗ кăсăклă пулчӗ вӗсемшӗн. Словарьте ҫирӗм сакăр сăмах кăна пулнă, «хӗвел» сăмах валли те вырăн тупăннă унта.
«Маттур чăваш ҫынни! «Хӗвел» сăмаха асăнмасăр хăварман!»- пӗтӗмлетрӗҫ 5-мӗш класс ачисем.Вĕренекенсем пултару конкурсне хутшăнчӗҫ. «Хӗвел» сăмахпа синквейн ҫырса тупăшрӗҫ маттурсем. Ҫӗнтерӳҫӗ йышне К. Федоров, Е. Никандрова, А. Тимофеева, Д. Куликова, К. Васильева, М. Миронов кӗчӗҫ.
Сар хӗвел, ҫутă хӗвел!!! Хӗвел – пурăнăҫ…Яланах ҫутаттăр янкăр тӳпере ăшă Хӗвел! Кашни ҫын чун-чӗринче Сар Хӗвел йăл! култăр!