Хăнара -Космос çарěсен ветеранěсем

Хăнара -Космос çарěсен  ветеранěсем

         Кашни çулах юпа уйăхěн 4-мěшěнче Раççейре Космос çар ветеранěсемпе çар çыннисем хăйсен профессиллě уявне паллă тăваççě. 65 çул каялла, 1957-мěш çулта Совет Союзě «Байконур» космодромран пирвайхи хут Çěр çулташне космоса янă.Çак кунсенче Санарпуç вăтам шкулěнче вěренекенсем Раççей космос çарěн ветеранěсемпе тěл пулчěç.  Мероприятие 7-мěш класра вěренекен ачасем хутшăнчěç. Хаклă хăнасен йышěнче «Байконур» космодром ветеранěсем, запасра тăракан офицерсем Н.И. Васильевпа Н.Ф. Афанасьев, «Байконур» космодром тата афган вăрçин ветеранě В.Н. Ижмулин пулчěç. Каласа хăварас пулать, Виктор Николаевич «За боевые заслуги» медале илме тивěç пулнă.Уява Н.И. Васильев уçрě. Вăл хăй çырнă «В мире космонавтики» («Космодром тěнчинче») ятлă кěнекипе паллаштарчě. Презентацие пăхнă май 7-мěш класс ачисем Совет Союзěн тата Раççей çěр-шывěн сывлăшпа космос тата ракета çарěнчи службăра тăма тÿр килнě яшсен пурнăçěпе ěçě-хěлě пирки кăсăкланса кайсах итлерěç.Запасра тăракан офицер, афган вăрçин ветеранě Ижмулин В.Н. хăй «За боевые заслуги» медале мěнле майпа тивěçнине каласа кăтартрě.Афганистан çěрě çинче пынă пěр çапăçура тăшман пулли ун витěрех тухса кайнă иккен. Салтак йывăр аманнă, анчах вилмен – Турри хушман.  Çак пуля ун юлташне вилмеллех амантнă – çăлăнса юлайман. Тăнсăр пулса çěре тěшěрěлсе аниччен Виктор Николаевич хамăрăннисене душмансем пирки асăрхаттарма ěлкěрнě мěн – операци ăнăçлă иртнě.«Байконур» космодром ветеранě Афанасьев Н.Ф. вěренекенсене космос карапěсене еплерех майпа сывлăша вěçтерни пирки схемăсемпе ăнлантарса пачě. Ку арçын ачасене кăна мар, хěр ачасене те илěртрě.Хаклă хăнасем хатěрленě фотоматериала та ачасем тимлěн тишкерчěç – космос пирки пěлмелли, тěпчемелли, тěлěнмелли питě нумай.Мероприяти вěçěнче ентешěмěр Санарпуç шкул библиотекине асăнмалăх-савăнмалăх «В мире космодромов» ятлă кěнекине парнелерě.Шкул ачисем хисеплě хăнасене тěл пулăва йěркеленěшěн чун-чěререн тав турěç, ăшă сăмахсем каларěç.

Çăлтăрлă çут тěнчене çул хывнă паттăрсен ячěсем çамрăк ăрăвăн асěнче ěмěрлěхе тивěçлě вырăн тупасса шанас килет.