Санарпуç вăтам шкул учителě "Тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекенсен" муниципалитет шайĕнчи конкурсĕн çěнтеруçи

Санарпуç вăтам шкул учителě "Тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекенсен"  муниципалитет шайĕнчи конкурсĕн çěнтеруçи

   Нарăс уйăхĕн 8, 9-мĕш кунěсенче Санарпуç вăтам шкулĕнче тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса ăста та пултаруллă вĕрентекенсем: Дмитриева Вероника Трифоновна – Вăрнарти 2-мĕш шкул, Харитонова Лариса Александровна – Хапăс шкулĕ, Семенова Ирина Геннадиевна – Санарпуç шкулĕ, Яковлева Алина Валериановна – Аçăмçырма шкулĕ, Моисеева Ирина Николаевна – Мăн Явăш шкулĕ, Черкасова Светлана Геннадьевна – Çěрпел шкулě - хутшăнчěç. Пурě тăватă номинацире тупăшрěç маттурсем: «Уçă урок», «Уçă

класс сехечě», «Пултарулăх лаççи», «Мастер-класс». Вутра та çунмарěç, шывра та путмарěç. Панă вăхăтпа усă курса хăйсен ěç опычěпе паллаштарчěç. Çěнě технологисемпе усă курса йěркеленě уçă уроксемпемероприятисем тÿресен кăмăлне кайрěç, ачасене хавхалантарчěç. Чăвашла уççăн, такăнмасăр, вăтанмасăр калаçрěç Санарпуç вăтам шкулěнче вěренекенсем. Чăваш сăмахě çепěççěн те кăмăллăн юхрě. Пултаруллă та мал ěмěтлě вěрентекенсем хисеплě ятсене тивěçрěç:Моисеева И.Н. – Мăн Явăш вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě – лауреат; Дмитриева Вероника Трифоновна – Вăрнарти 2-мěш вăтам шкулăн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě – лауреат. Харитонова Лариса Александровна – Хапăс вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě «Уроксенче чăваш халăх компонентне тухăçлăн усă куракан», Яковлева Алина Валериановна – Аçăмçырма вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě «Пултаруллă та хăйне евěрлě шухăшлавçă», Черкасова Светлана Геннадьевна – Çěрпел вăтам шкулěн тăван чěлхепе литературине вěрентекенě «Çěнě технологисемпе вырăнлă усă куракан» номинацисенче малти вырăнсене çěнсе илчěç. Санарпуç вăтам шкул учителě Семенова Ирина Геннадиевна пěрремěш вырăна тухрě. Унăн Вăрнар муниципаллă округěн чысне тăван (чăваш) чĕлхепе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнче иртекен конкурсěнче хÿтěлемелле пулать. Ăнăçу сунатпăр!