Çу уйăхěн 6-мěшěнче Санарпуç шкулěнче черетлě линейка ытти
эрнери линейкăсенчен кăшт урăхларах иртрě. Шкул ачисем
патěнче хăнара «Чăваш Республикин
Вăрнар районěнчи библиотекăсен пěрлештернě системи»
муниципаллă бюджет культура
учрежденийěн библиотекарě Антонова С.В.
пулчě.
Светлана Витальевна Санарпуç вăтам шкулне
Алексеев Иван Васильевич ÿнерçě ыйтнипе асăнмалăх- савăнмалăх авторăн икě картинине
парнелерě:
«Вурнарка» («Вăрнар юхан шывě»), «Липовая аллея» («Çăка аллейи»)…
Кам-ха вăл Алексеев Иван Васильевич?
Пирěн мухтавлă ентешěмěр Алексеев Иван
Васильевич Вăрнар районěн Çěньял Хапăс ялěнче çулалса ÿснě. Мускаври Н.К.
Крупская ячěпе хисепленсе тăракан халăх университечěн графикăпа живопись
уйрăмне вěренсе пěтернě.
1978 çултан пуçласа 1999 çул таран Шупашкарти
электроаппаратура заводěнче ÿнерçě пулса ěçленě. «Тăван Атăл», «Ялав», «Хатěр
пул!» журналсемпе тачă çыхăнура тăнă. 1978 çултан пуçласа Чăваш кěнеке
издательствинче художникра вăй хунă.
Иван Алексеев пурě 1500 издание яхăн ÿкерсе
илемлетнě: вěренÿ, ача-пăча тата илемлě литература кěнекисене. Çавăн пекех В.
Элпин «Пулас кинсем», А. Павловскаян «Сапаскар хěрě», И. Вутланăн «Ытла та
вăрттăн юрату» хайлавěсене те иллюстрациленě.
Санарпуç вăтам шкул ачисем ăста та маттур ÿнерçе,
Чăваш Республикин тава тивěçлě культура ěçченне Иван Васильевич Алексеева хаклă
парнесемшěн чěререн тав тăваççě. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунаççě.
Пултарулăх лаççин çăл куçě иксěлми хăватпа тапса тăтăр! Куракана та, вулакана та
савăнтартăр.
Çавăн пекех ял вулавăшěн библиотекарне - С.В.
Антоновăна та - ÿкерчěксене шкула çитерсе панăшăн пысăк тав.
Хаклă парнесем шкулта тивěçлě вырăн тупěç. Вěренекенсене Тăван тавралăх илемěпе киленме вěрентěç.