Спортпа туслă пулар!

Спортпа туслă пулар!

    Çу уйăхěн 27-мěшěнче Санарпуç шкулěнче Сывлăх кунне паллă турěç. 1-8 класра вěренекенсемшěн чăн-чăн уяв пулчě. Ачасем станцисем тăрăх çÿресе тěрлě конкурса хутшăнчěç: «Скакалкăпа сик», «Вырăнтан сик», «Мечěке тěл пер», «Канат турт», «Турник çинче туртăн», «Дартс» тата ытти те. Çавăн пекех классем пěр-пěрин хушшинче футболла вылярěç тата канат туртса вăй виçрěç.

    Спорт уявне шкула хаклă хăнасем килчěç. Хушма пěлÿ паракан «Ача-пăча пултарулăх çуртěнче» вăй хуракансем ăсталăх кăтартрěç. Роман Харлов специалист ачасене Лазер станокпа фанертан чăваш символě – Кěскě- касса кăларма, Людмила Порфирьева ÿнерçě вара Хěвеле сăрласа илемлетме вěрентрě. 1-8-мěш класс ачисем те мастер-класа хаваспах хутшăнчěç. Ачасемшěн çěнě технологипе усă курса значок тума вěренни питě усăллă пулчě.
Кěске вăхăтрах ачасем сикме, мечěк тапма, туртăнма, тěл пеме, велосипедпа ярăнса ăмăртма пултарчěç. Ăмăртусенче туслăх çěнтерчě. «Чи хастаррисем», «Чи туслисем», «Чи пултаруллисем», «Чи вăйлисем», «Спортпа туслисем», «Чи хăюллисем» номинацисенче панă Тав хучěсем вěренекенсене хавхалантарчěç.
«Уяв пурин кăмăлне те кайрě. Вăл чăваш акатуйне аса илтерчě. Акатуй шÿрпесěр пулать-и вара? Какай шÿрпине пурте юратса тутанчěç. Техěмлě апат вăй хушрě.
Асатте-асаннесенчен куçнă йăла-йěркене манар мар – сывлăхлă пулар! Спорта аталантарар!